Муркаш районӗнче метан заправка уҫӑлнӑ. Вӑл — Ситуккасси ялӗ тӗлӗнче.
Заправкӑра икшер колонка вырнаҫтарнӑ. Кашнинче пӗр харӑсах икшер машина заправка витӗр тухайӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ заправка пулӑшӑвӗпе сехетре 10 машинӑран кая мар, талӑкне вара 55 машина таран усӑ курайӗ.
Шупашкарпа Чулхула хушшинче унччен апла заправка пулман иккен. Унтах автомобильсен зарядка станцине те вырнаҫтарнӑ.
Канаш районӗнче те метан заправка уҫӑлӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн ҫурринче ӗҫлеттерсе ярасшӑн.
Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм Муркаш районӗнче арҫынна ҫапса кайнӑ. Лешӗ васкавлӑ медпулӑшу машини ҫинче вилнӗ.
Хӗрарӑм ӗнер 17 сехет те 20 минутра "Автанкасси - Муркаш - Козьмодемьянск" ҫулпа пынӑ чухне Патаккасси ялӗ ҫывӑхӗнче 47 ҫулти арҫынна ҫапса хӑварнӑ. Водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫул ҫинче выртнӑ.
Палӑртмалла: хӗрарӑм правана пӗлтӗр кӑна илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн административлӑ майпа 27 хутчен явап тытнӑ.
Муркаш районӗнчи Шомик ялӗнчи психоневрологи диспансерӗпе асӑннӑ тӑрӑхри Каршлӑхри ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен интернат-ҫуртне пӗрлештересшӗн.
Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫавӑн пек йышӑну проектне хатӗрленӗ. Унпа ӗнер Алёна Елизарова республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче паллаштарнӑ.
Реорганизаци хыҫҫӑн учрежденире ӗҫлекенсен йышне чакарӗҫ, ҫавӑ ӗҫ укҫишӗн уйӑракан укҫана ҫулталӑкне 2,2 миллион тенкӗ таран перекетлеме май парӗ.
Паян Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ патӗнче авари пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫынсем аманнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 48 ҫулти «Шевроле» водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «универсалпа» ҫапӑннӑ. «Шевроле» водителӗ, унӑн пассажирӗ тата «универсал» пассажирӗ аманнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ҫӗрле, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Муркаш районӗнче «Ҫеҫпӗл» савутра пушар пулнӑ. Ситуккасси ялӗнчи автомобильсен ятарлӑ техникин производствинче ҫулӑм алхаснӑ.
Цех тӑрри ҫуннӑ. Ҫулӑм 10 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Пушара сӳнтерме 13 ҫӑлавҫӑ, 5 техника ҫитнӗ. 8 минутран ҫулӑм ялкӑшма пӑрахнӑ.
Паян Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ ӗҫӗ отличникӗ Александр Иванов 65 ҫул тултарнӑ.
Александр Степанович Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен (халӗ — университетӗнчен) вӗренсе тухнӑскер ӗҫ биографине 1979 ҫулта шкулти математика учителӗнчен пуҫланӑ. Унтан вӑл шкул директорӗ пулнӑ, Шупашкар райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ, Чӑваш обкомӗнчи йӗркелӳ пайӗн заведующине ҫитнӗ.
2001-2010 ҫулсенче Александр Иванов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ертӳҫи пулнӑ. 2010 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна республика Президенчӗн Администрацийӗн ертӳҫи пулма шаннӑ. 2014-2018 ҫулсенче вӑл информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулнӑ, 2018 ҫулхи ҫу-юпа уйӑхӗсенче — вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ.
Александр Степановича «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль орденӗпе тата орденпа чысланӑ.
Вӗсем иккӗшӗ те авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Пӗри Шупашкартан, тепри Муркаш районӗнчен.
Шупашкарта пурӑнакан 65-ри Владимир Александрович Широнов хура куртка, сӑрӑ кофта, хура шӑлавар, ҫавӑн тӗслех кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ, кутамкка ҫакнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен 89196666680 номерпе шӑнкӑравламалла.
35 ҫулти Александр Викентьевич Николаев сӑрӑ комбинезон, хура тапочка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки 89777084704 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Кӑҫал республикӑра 962 гектар ҫинче пахча ҫимӗҫ лартнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 9,9 процент ытларах.
Ҫанталӑк уяр тӑмасть пулсан та хуҫалӑхсенче пахча ҫимӗҫе пухса кӗртес ӗҫ пырать.
Ытларах купӑста, хӗрлӗ кӑшман, кишӗр лартнӑ. Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне пахча ҫимӗҫе 584 гектар ҫинчен пухса кӗртнӗ. Тепӗр 378 гектар ҫинче юлнӑ. Пахча ҫимӗҫе ытларах Муркаш, Куславкка, Етӗрне районӗсенче лартнӑ.
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче трактор ҫунма пуҫланӑ. Унта МТЗ-80 трактора ҫулӑм ярса илнӗ.
Транспорт кабинин шалти отделки сиенленнӗ. Халӗ пушар мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ, ҫулӑм мӗнрен тухнине тишкереҫҫӗ.
Чӑваш Енре 43 ҫулти хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вал паянхи кун та килте ҫук.
Светлана Андреева ҫав кун Муркаш районӗнчи усламҫӑ патӗнче ҫӗр ҫырли пуҫтарнӑ. Ун чухне вӑл тӗттӗмрех куртка, сарӑ кофта, тӗттӗм кӑвак тӗслӗ шӑлавар, хура кеда тӑхӑннӑ пулнӑ, хура кутамкка ҫакнӑ.
Хӗрарӑма «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл ҫухалнине ШӖМ те ҫирӗплетет.
Светлана Андреева пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк 112 номерпе шӑнкӑравламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |